Записки на клочке бумаги


Театр без перспективы
eetutuomainen

Чăваш патшалăх академи драма театрне хăй вăхăтĕнче питĕ юратнă. Анчах эп унта урăх ура та ярса пусас çук.

Интернетра уçăлса çӳренĕ чухне ăнсăртран театр страницине кĕрсе кайрăм, пуш уйăхĕн репертуарне пăхрăм. Камит çине камит тата… икĕ вырăсла спектакль: пĕри ‒ «Дикий», тепри ‒ «Волшебный меч Булата».

Каçарăр та, вырăсла спектакль пăхас тесен эп хаваспах вырăс драма театрне каяп. Унта хăть хитре вырăс пуплевне илтме пулать. Чăваш театрĕ те вырăсла калаçма пуçласан мĕн тума кирлĕ вара вăл? Пĕрлештерес вырăс драма театрĕпе! Улт çĕр пин пурнакан Шупашкаршăн ултă театр ытла та тăкаклă.

Тен, чăваш халăхне театр кирлĕ те мар? Çавна пулах пулас çамрăксен театрĕ куç умĕнчех вырăса тухса кайрĕ ак. Черетре – драма театрĕ.

Театрĕсем пирĕн чи ансат çул суйласа илнĕ: пушă партера халăхпа тултарас тесе тӳрех вырăсла спектакль лартма шутланă. Тĕрĕссипе вĕсен вырăс театрĕнчен те вăйлăрах ĕçлемелле. Чăваш кăна мар, ытти халăх çынни те ятарласа хавхаланса çӳремелли чаплăран та чаплă спектакльсем лартмалла. Паллах, ку çул йывăр, анчах пархатарлă.

Петр Яккусен каларĕ вара: «Сан пеккисем çӳреме пăрахĕç, вырăсĕсем кун пек театра çӳремĕç те!»


?

Log in